Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнче унта вӗреннисемпе тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ку тӗлпулӑва 1998 ҫултан пуҫласа юбилейлӗ (10, 20, 30, 40, 50, 60) выпусксене чӗнетчӗҫ. Пӗр ҫаврӑм пулнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул хушши пӗрле вӗреннисене чӗнме тытӑнчӗҫ.
Кӑҫал вара 1971-1982 ҫулсенче пӗрле вӗреннисене чӗннӗ. Пин ытла вӗсем. Шатӑр сивве пӑхмасӑр (Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кун 30 градус сивӗ тӑчӗ) Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ 200 яхӑн ҫын пухӑнчӗ.
Мӗн кӑна асаилмерӗҫ пулӗ! Вӑтӑршар ҫул пӗр-пӗрне курманнисем куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтаймарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу туса панӑшӑн тӑван шкула тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ суйлав комиссийӗн пайташне тӗрмене хупса лартнӑ. Айӑплама салтавӗ те тупӑннӑ — кӑҫал пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ Алманчӑ ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн суйлавӗнче вӑл ялти икӗ ҫын бюллетенӗсемпе усӑ курса кирлӗ вырӑна хӑй палӑртса суйлав ещӗкне чикнӗ иккен. Тӳресем ӑна ҫакӑншӑн ҫулталӑк та икӗ уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарнӑ тата уйӑхри ӗҫ укҫи пысӑкӑш штраф тӳлеттернӗ.
Икӗ бюллетеень нумай та мар пек — ҫавах та суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑрахӑҫлама, айӑплӑ ҫынна ответ тытмалӑх ҫителӗклӗ пулнӑ.
«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.
Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.
Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ).
Сӑкӑт шкулӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗ (методисчӗ Перепелкина Е.С.) чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ. Ӑна Ухсай Яккӑвӗ чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конференцие тӗплӗн хатӗрленчӗҫ, йышлӑн хутшӑнчӗҫ, вӑл ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чи малтанах Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем, «Сӑмах илемӗ» литература кружокне ҫӳрекенсем (ертӳҫи — Тинюкова Н.К. учительница), хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Ухсай сӑввисем тӑрӑх йӗркеленӗ «Юратрӑм эп... сире!» музыкӑпа литература композицийӗ пурне те килӗшрӗ. Поэтӑмӑрӑн пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкерчӗҫ конференцие хутшӑннисем: Табакова М.З., Иванова Н.В., Тинюкова Н.К., Хлебникова Г.Ф., Павлова Л.В, Никитина Н.П. докладсем турӗҫ, Самарина В.А., Кулакова С.П., Анюрова Е.В. презентацисемпе паллаштарчӗҫ, Никитина С.П. тата Хлебникова Г.Ф. поэта халалласа ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ.
Район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Перепелкина Е.С. конференци ӗҫне пӗтемлетсе лайӑх хак пачӗ, вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе те паллаштарчӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе пуян. Вӗсен хушшинче хисеплӗ ята тивӗҫнӗ хӗрарӑмсем те ҫителӗклех. Вӗсенчен пӗри — Юлия Силэм ҫыравҫӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эпир унӑн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӑмар. Паян пирӗн юратнӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн тӑван Патӑрьел тӑрӑхне Валери Тургай, Улькка Элмен ҫыравҫӑсемпе килсе ҫитрӗ. Малтан Патӑрьел вулавӑшӗнче, каярах хӑйен тӑван ялӗнче ентешӗсемпе, вулавҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Эпир унӑн «Пылпа ҫӑкӑр», «Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм», «Хӗрӗхри хӗр», «Юр ҫинчи кӑвайт» тата ытти нумай хайлавӗсене пӗлетпӗр, юратса вулатпӑр.
Юпан 2-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ Юлия Александровна Силэм ҫуралнӑранпа 60 ҫул тулать. Ҫак юбилея хатӗрленсе Патарьел районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Ӑна литература ӗмӗрлӗхех тыткӑна илнӗ» ятлӑ кӗнекесен куравӗ хатӗрленӗ. Унта Юлия Александровна ҫырнӑ кӗнекесем тата ун ҫинчен паллӑ писательсем ҫырнӑ тӗрлӗ материалсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра прозаик библиотека ӗҫченӗсемпе тӗл пулма килӗшнӗ.
Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен Союзӗн членӗ (1992), ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн Хисеплӗ ҫынни.
Юлия Силэм 1951 ҫулта юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.
Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, пичетленнӗ.
АВН | 15 |
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑтаел — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Унта 189 кил шутланса тӑрать. Ҫынсен шучӗ — 527. Ҫапах та ял историйӗ пуян. Кам кӑна ҫуралса ӳсмен пулӗ кунта! Нумай пулмасть Вӑтаел ялӗн кун-ҫулӗпе ҫыннисем пирки «Пӑла шывӗ хӗрринче» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ. Хатӗрлекенӗ — Вӑтаелте ҫуралса ӳснӗ Валентина Яковлева. Хальхи вӑхӑтра вӑл кӳршӗ ялта, Туҫара, ачасене пӗлӳ парать.
Кӗнекере кашни йӑх ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, сӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, ял историне тӗплӗн тишкернӗ. Вӑтаелти кашни ҫын унта хӑйне валли мӗн те интересли тупасса шанатпӑр!
Ыран, утӑн 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Нӑрлат хулинче чӑвашсен «Уявӗ» иртӗ. Кӑҫалхине шутласан вӑл 5-мӗш хут ӗнтӗ пулать. Нӑрлатсене саламлама чӑвашран артистсем чылайӑн кайӗҫ: Трактор тӑвакан керменӗ ҫумӗнчи «Сувар» ташӑ ансамблӗ, Елчӗк районӗн культурӑпа кану центрӗн «Елчӗк Ен» ансамбль, Патӑрьел районӗн культурӑпа кану центрӗн фольклор ушкӑнӗ, Чӑваш наци конгресӗн «Янра: юрӑ!» ушкӑнӗ, тата нумай-нумай уйрӑммӑн юрлакан юрӑҫсем. Ырри тӑрӑхсенчен те чылай пулӗҫ — вырӑнтисем пӗлтернипе пурӗ 21 регион ушкӑнӗсем пулӗҫ. Нӑрлат районӗнчи предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма унта ятарласа Патӑрьел районӗн елчисем кайӗҫ — ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятисемпе культура учрежденисен ертӳҫисем тата ыттисем.
Пӗлме: ку уяв 1993 ҫулта пуҫланнӑ — чи малтанах ӑна Тутарстанӑн чӑвашсем нумаййӑн пурӑнакан районсенче ирттернӗ.
Ытларикун, ҫӗртмен 28-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗн Кӗҫӗн Патӑрьелти «Олимп» комплекслӑ спорт площадкинче ҫамрӑксен канашӗн «Ҫамрӑксене шанмалла» V район фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие уҫас умӗн хутшӑнакансене Патӑрьел район администрацин вӗренӳ начальникӗ Валерий Осипов, Тӑрӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михеев саламларӗҫ. Вӗсен сӑмахӗ ҫамрӑксене хавхалантарчӗ — кашни ӑмӑртӑва вӑй-халне шеллемесӗр хутшӑнчӗҫ.
Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн чысне Ольга Митрофановӑн, Саша Григорьевӑн, Петя Адикинӑн, Юра Томатовӑн, Юрӑпа Надя Васильевсен, Полина Лаврентьевӑн, Аленӑпа Саша Смирновсен, Ирина Кошкинӑн хӳтӗлеме тиврӗ. Ӑмӑртусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсем малти вырӑна тухни паллӑ пулчӗ.
Маттур! Малашне те ӳсӗмсем тума сунатпӑр!
Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши академик 75 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче хаваслӑ уяв иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Сире пурне те унта пыма ыйхравлаҫҫӗ.
Йӗркелӳ ушкӑнӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Ҫыравҫӑ пӗрлешӗвӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлӗхӗ (Международное сообщество писательских союзов), Чӑваш обществӑпа культура центрӗ, Тӗнче Академипе информатизацийӗн чӑваш уйрӑмӗ.
Юхма Мишши — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ.
Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.
Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Эльпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.